Вы сейчас просматриваете “Хастар” çамрăксен форумĕ иртрĕ

“Хастар” çамрăксен форумĕ иртрĕ

Паян, ака уйăхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкар тăрăхěнчи Станьял ялěнче Чăваш наци конгресěн «Хастар» ҫамрӑксен форумӗ иртрě. Хастарсем хăйсен ертÿçипе Елена Порфирьевӑпа пěрле паян ирхине конгресс ҫурчӗ умӗнче пухăнса хутшӑнакансене шута илчěç те йěркеленсе çула тухса кайрěç.

Пуху еплерех ěçлени çинчен ЧНК президиумěн пайташě Ирина Лампасова шăнкăравласа пěлтерчě: «Ҫамрăксен форумне хамăр республикăри тата регионти хěрсемпе каччăсем хутшăнаççě. Уйрăмах Пушкăрт Республикинчен, Чěмпěрпе Ěренпур облаçěсенчен, Самар тăрăхěнчен тата Пензăран, Питěртен нумайăн килнě. Форум хăйěн маларах палăртнă ěç планěпе килěшÿллěн этнокомплексра пырать. Ертÿçи Сергей Лазаревич Сорокин. Вăл форума хутшӑнакансем килнӗ май, пурне те таврапěлÿ музейěпе, унти экспонатсемпе паллаштарчě…»

«Хастарсен” ертÿçи Елена Порфирьева çамрăксен форумне Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев пурне те сывлăх сунса, саламласа уçнине пěлтерчě.

«Хастар» ушкӑнӑн пайташě Анастасия Сидорова хăйěн шухăш-кăмăлне уçса форум ěçне çапла хакларě: «Паянхи пухăва пурте чăвашла калаçакансем, чăваш культурине юратакансем, инçе çула кěскетсе регионсенчен Чăваш Республикине çитме пултарнă. Пěрлěхре – вăй, тесе ахальтен каламаççě…»

Кун йěрки тăрăх форум ěçě «çавра сěтелпе» пуçланчě. Калаçу паянхи пурнăçра çамрăксен пěрлешěвěсен витěмě пирки пычě. Ертсе пыраканěсем Сергей Петровпа Настя Сидорова пулчěç.
Ăсталăх урокě те «Стартап: мӗнрен пуҫламалла, мӗн тума тӑрӑшмалла, ӑҫта илмелле?» кăмăллă иртрě.
«Чӑваш халӑхӗн историйӗпе культури» темăпа культурологи кандидачӗ, историк тата рунолог Владимир Алмантай сăмах каларě. ЧНК «Чăваш ялě» комитечěн ертÿçи Эдуард Бахмисов хай ертсе пыракан проекчěсемпе паллаштарчě.
«Чăваш арчи» ăсталăх урокне Чăваш патшалăх университечěн вěренекенěсем Анастасия Сидорова тата Полина Васильева электронла майпа ирттерчěç. «Вокалпа» ăсталăх урокне пачěç Сергей Петровпа Георгий Смирнов.
Юрăпа ташă ăстисем Елена Энжей, Сергей Петров, Алина Варна, Данила Зайцев, Лев Плотников, Георгий Смирнов тата ыттисем те илемлě юрăсемпе, ташăсемпе форума хутшăнакансене савăнтарчěç.

Елизавета Долгова

(сӑнӳкерчӗкӗ Ирина Лампасовӑн)

   

Добавить комментарий


Срок проверки reCAPTCHA истек. Перезагрузите страницу.