Вы сейчас просматриваете Пĕрлĕхре – вăй

Пĕрлĕхре – вăй

Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шăмăршăри Атăл пăлхарĕсен тӳпе айĕнчи культурăпа истори центрĕнчи палăксем умнелле ирех халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Вĕсен хушшинче тĕпчевçĕсемпе художниксем, журналистсем, писательсем, таврапĕлÿçĕсем. Кунта хальхинче Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ строителĕ, ООО «Строитель Плюс» генеральнăй директор заместителĕ Н. Н. Быков спонсор пулăшĕвĕпе йĕркеленĕ «Пĕрлĕхре – вăй» темăпа çавра сĕтел иртрĕ. Хăнасен умĕнче малтан Владимир Ярухин мăчавар ертсе пынипе йăхташсем чăваш туррисене тав турĕç, ĕç малашне те ăнса пытăр тесе пил ыйтрĕç, кучченеç – парнепе хăналарĕç.

Çавра сĕтелри калаçăва культурăпа истори центрĕн президенчĕ, кунти палăксен авторĕ – скульптор, академик Н. Г. Кондрашкин пуçларĕ, хăнасене сума суса çитнишĕн тав турĕ, малашнехи ĕçсемпе паллаштарчĕ. Мероприятире çавăн пекех Ульяновск хулинчен «Серебряный конь” пултарулăх центрĕн производство начальникĕ Татьяна Кондрашкина, Александр Богатов журналист-писатель, отставкăри полковник Владимир Ярухин писатель, Николай Кирюшин халăх академикĕ, Сергей Краснов таврапĕлÿçĕ, Шупашкар хулинчен Чăваш халăх сăвăçи Раиса Сарби, Анатолий Павловпа Юрий Дадюков халăх академикĕсем, Чăваш наци наукăпа искусство академийĕн секретарĕ Елизавета Долгова, Чăваш кинематографисчĕсен ертÿçи Олег Цыпленков кинорежиссер, Хусантан Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, журналист, çыравçă, куçаруçă, халăх ăсчахӗ Евгений Турханпа Александр Семенов писатель тата  Шăмăршă тăрăхĕнчи Владимир Андронов, Петр Фомин, Зоя Головинская хисеплĕ таврапĕлÿçĕсем те калаçăва хутшăнчĕç.

Кунтах Николай Кондрашкин скульптор 75 ҫул тултарнне те палăртрĕç. Чăваш халăх сăвăçи Раиса Сарби савăнăçлă лару – тăрура Николай Кондрашкин юбиляра «Пăлхар академийĕн наукисен хисеплĕ докторĕ» ята тивĕçнине пĕлтерчĕ. Пухăннисен скульптура авторне, тӑван халӑхӑн мухтава тивӗҫ ывӑлне ҫуралнӑ кунпа тата хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулнă ятпа чун – чӗререн саламларĕç.

Малалла Шăмăршă тăрăхĕнчи таврапĕлÿçĕсен ертÿçи Зоя Головинская Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ строительне, ООО «Строитель Плюс» генеральнăй директор заместительне, таврапĕлÿçе Н. Н. Быкова историпе халăх культурине аталантарассишĕш ырми-канми ĕçленĕшĕн Чăваш таврапĕлÿçисен Союзĕн Хисеп грамотине парса чысларĕ, малалла та тӑван халӑхшӑн нумай ырӑ ӗҫ тума палăртса ырлăх – сывлăх сунчĕ. Юлашкинчен Николай Никонович хăйĕн сăмахĕнче Шăмăршăри Атăл пăлхарĕсен тӳпе айĕнчи культурăпа истори центрĕнче ырă ĕçсем малалла тăсăлассине, унта чăн – чăн кану вырăнĕ тăвас тĕллевĕпе паллаштарчĕ.          Çавра сĕтеле пуçтарăннисем çавăн пекех «Волжский болгарин» ÿкерчĕксен кăтаркăчĕпе паллашрĕç. Тĕлпулу усăллă тата кăсăк иртрĕ, чăваш пăттипе, сиплĕ чейпе хăналанипе вĕçленчĕ.

Добавить комментарий


Срок проверки reCAPTCHA истек. Перезагрузите страницу.