Çурла уйăхěн 3-мěшěнче эпир,Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийěн «Çуталу» ушкăнě, таврапӗлӳҫӗсемпе пӗрле Тӑвай ен тӑрӑхӗнче этнографи экспедицинче пултăмăр. Тěллевě — вырăнти таврапěлěве, туризма аталантарасси, «Ман чăваш çěршывě» («Мой чувашский край») тěпчев ěçне тарăнлатасси…
Тăвай енěн карти çинче хамăр маршрута темиçе чарăну утравěпе палăртрăмăр.
- Тăвай районěн Енěш-Норваш ятлă ялě. Кунта 1903 çулта чăваш халăхěн Аслă Вěрентекенě И.Я. Яковлев уçнă шкул музейě пуян.
- Тӑвай муниципаллă округěн Тăрмӑш ял поселенийӗ. Ял никěсне хывнă чул патěнче чарăнтăмăр.
- Тăвай тăрăхěнчи Хусан хӳтěлев чикки. Ăна 1941 çулхи юпа уйăхěн 25-мěшěнчен 1942 çулхи кăрлач уйăхěн 25-мěшчен чавса купаланӑ. Пурӗ — 52 çухрăм вăрăмěш.
- Ěлěк-авалхи çынсем пурăннă (стоянка) вырăн. Ку стоянкăра мамонт бивенě тупнине тата ытти интереслě хыпарсене пěлтěмěр.
- Тăвайăн Тăрмăш ялě çумěнчи Чул юпа. Унăн ҫӳллӗшě – 1,8м, хулӑнӑш – 0,8м. Ун çинче руни ҫырӑвӗпе çапла каснӑ: «Йăх-тěпе упрар».
- Тăвайăн Тăрмăш ялě çумěнчи Хура çăл. Кунта темиçе çăл та пур. Хăвачěсем – çеккунтра кашнин 2 л. ЧАССР Министрсен Канашěн Постановленийěпе 1981 çулта çак тавралӑха ҫутҫанталӑк палӑкӗ тесе пӗлтернӗ.
Тӑвай тӑрӑхӗнче хуҫа пурри сисӗнет. Тӑван халӑх шӑпишӗн хумханни те палӑрать. Вырӑнти халӑх туслӑ пурӑнать.
Елизавета Долгова