Вы сейчас просматриваете Тӑвай ен тӑрӑхӗнчи этнографи экспедицийӗ

Тӑвай ен тӑрӑхӗнчи этнографи экспедицийӗ

Çурла уйăхěн 3-мěшěнче эпир,Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийěн «Çуталу» ушкăнě, таврапӗлӳҫӗсемпе пӗрле Тӑвай ен тӑрӑхӗнче этнографи экспедицинче пултăмăр. Тěллевě – вырăнти таврапěлěве, туризма аталантарасси, «Ман чăваш çěршывě» («Мой чувашский край») тěпчев ěçне тарăнлатасси…
Тăвай енěн карти çинче хамăр маршрута темиçе чарăну утравěпе палăртрăмăр.

  • Тăвай районěн Енěш-Норваш ятлă ялě. Кунта 1903 çулта чăваш халăхěн Аслă Вěрентекенě И.Я. Яковлев уçнă шкул музейě пуян.
  • Тӑвай муниципаллă округěн Тăрмӑш ял поселенийӗ. Ял никěсне хывнă чул патěнче чарăнтăмăр.
  • Тăвай тăрăхěнчи Хусан хӳтěлев чикки. Ăна 1941 çулхи юпа уйăхěн 25-мěшěнчен 1942 çулхи кăрлач уйăхěн 25-мěшчен чавса купаланӑ. Пурӗ – 52 çухрăм вăрăмěш.
  • Ěлěк-авалхи çынсем пурăннă (стоянка) вырăн. Ку стоянкăра мамонт бивенě тупнине тата ытти интереслě хыпарсене пěлтěмěр.
  • Тăвайăн Тăрмăш ялě çумěнчи Чул юпа. Унăн ҫӳллӗшě – 1,8м, хулӑнӑш – 0,8м. Ун çинче руни ҫырӑвӗпе çапла каснӑ: «Йăх-тěпе упрар».
  • Тăвайăн Тăрмăш ялě çумěнчи Хура çăл. Кунта темиçе çăл та пур. Хăвачěсем – çеккунтра кашнин 2 л. ЧАССР Министрсен Канашěн Постановленийěпе 1981 çулта çак тавралӑха ҫутҫанталӑк палӑкӗ тесе пӗлтернӗ.

Тӑвай тӑрӑхӗнче хуҫа пурри сисӗнет. Тӑван халӑх шӑпишӗн хумханни те палӑрать. Вырӑнти халӑх туслӑ пурӑнать.

Елизавета Долгова

Добавить комментарий


Срок проверки reCAPTCHA истек. Перезагрузите страницу.