Вы сейчас просматриваете Вӑрнарсем – ӗҫ фрончӗн паттӑрӗсем

Вӑрнарсем – ӗҫ фрончӗн паттӑрӗсем

Ҫак кунсенче «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографинче «Вӑрнарсем – ӗҫ фрончӗн паттӑрӗсем» ятпа ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухрӗ. Авторӗсем — Фёдор Кузьминпа Анатолий Пояндаев таврапӗлӳҫӗсем тата Вӑрнар районӗн «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Светлана Чикмякова.

Кӑларӑм Фёдор Кузьмин, Хурӑнсур Ҫармӑс ялӗн хастарӗ, пуҫарнипе кун ҫути курнӑ. Вӑл — тӗпчевҫӗн вӑрҫӑ паттӑрӗсемпе ӗҫ ветеранӗсен паттӑрлӑхне халалланӑ маларах тухнӑ кӗнекисен  тӑсӑмӗ. Фёдор Григорьевич ҫӗнӗ кӗнекен пысӑк пайне пухса хатӗрленӗ, Вӑрнар, Канаш, Ҫӗмӗрле районӗсен архивӗсем ҫине таянса ӗҫленӗ, правительствӑран килнӗ телефонограмма папкисене тупса палӑртнӑ. «1941 ҫулта Сӑр шывӗ хӗрринче 80 ҫул каялла пулса иртнӗ халӑхсен паттӑрлӑхне эпир тӗпчев ӗҫӗсем урлӑ ҫеҫ витӗмлӗн ҫутатса пама тӑрӑшрӑмӑр. Историлле хутсене шыранӑ вӑхӑтра пирӗн хамӑра валли ыйту хыҫҫӑн ыйту ҫуралсах пычӗ. Архивсенче колхозсенчен пуҫтарнӑ хут-шывсем 1941, 1942 ҫулсемшӗн сахалрах. Ялти халапсене илес пулсассӑн эпир мӗн астунӑранах хӑшӗсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Сӑр шывӗ хӗрринче окоп чавнӑ тесе калаҫнисене илтнӗ.

Ҫӗмӗрлӗри этнограф-тӗпчевҫӗ Анатолий Пояндаев пирӗншӗн пысӑк пулӑшу кӳнине палӑртма тивӗҫ. Вӑл хӑйӗн архивӗнчи документсемпе усӑ курма пулӑшрӗ. Ун патӗнче Вӑрнар, Калинин районӗсенче колхозри мобилизаци списокне кӗртнӗ колхозниксен хушамачӗсем сахал мар упранаҫҫӗ», — палӑртать Фёдор Кузьмин.

Кӗнекере совет халӑхӗ, вӑл шутра вӑрнарсем те, нимӗнле йывӑрлӑха пӑхмасӑр ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр тылра Ҫӗнтерӗве ҫывхарассишӗн паттӑрлӑх кӑтартни чӗррӗн курӑнать. Вун-вун ҫын шӑпи урлӑ хӳтӗлев чиккисем епле ҫуралнине яр уҫҫӑн кӑтартать. Сумлӑ кӑларӑм сӑн ӳкерчӗксемпе, архив докуменчӗсемпе, аса илӳсемпе пуян.

Добавить комментарий


Срок проверки reCAPTCHA истек. Перезагрузите страницу.