Вы сейчас просматриваете Виталий Станьял Таврапӗлӳҫӗсен ХIV Пухăвне саламлани

Виталий Станьял Таврапӗлӳҫӗсен ХIV Пухăвне саламлани

Тӑван тавралӑха савакан, упракан, сӑнакан пӗлӳҫӗсем! Пуху хӑнисем!

Кушак хӑвалакан айван ачана улпут ферма пуҫлӑхне лартнӑ тет. Пӗр мушикӗ ӑна хирӗҫ каланӑ пулнӑ. Çак свеши пуҫлӑх мӗскӗне вӗрентсе илес тенӗ. Пынӑ та  ҫаран ҫине, «утта ҫавапа ҫулмаҫҫӗ, ҫурлапа касмалла» тесе тӑн панӑ тет. Леш, ясно делӑ, каллех хирӗҫ каланӑ. Свеши хуҫа работнӗке хӑваланӑ та янӑ. Мушик ун хыҫҫӑн халӑхпа пӗрле ял улӑхӗнче паккус хыҫҫӑн паккус шарлаттарнӑ, тет. Урса кайнӑ улпут тытса шыва пересшӗн пынӑ, теҫҫӗ, анчах халӑх яхӑнне те яман тет.  Пулнӑ-и ун пекки, илтнӗ-и эсир?

Таврапӗлӳ ӗҫӗ ҫав  хресчен пек туйӑнать мана, ӑна текех патак панӑ. Анчах халӑх ӗҫне кам чарайтӑр! Ӗҫленӗ те ӗҫленӗ. Уншӑн сире тав сӑмахне «Золотые крылья краеведения» кӗнекере каласа хӑвартӑм. Вуласа пӑхӑр-ха эппин. 

Пысӑк ӗҫре нимелле пулни пит пархатарлӑ. Ҫаратса хӑварнӑ йывӑр вӑхӑтра Союзра пулӑшу касси тунӑччӗ. Унти укҫапа кайнисене асӑнтӑмӑр,  академие пулӑшрӑмӑр, упраса хӑварнине кӗнеке пичетлеме патӑмӑр. Чӑтса ирттертӗмӗр, патшалӑхран 30 ҫулта пӗр пус та илмерӗмӗр. Çылӑх ҫук пирӗн. Ҫырлахӑр ӗнтӗ, мӗн тунӑ – ҫав пулнӑ.

Ку таран ӗҫленипе мухтанмалӑх пур вара. Малашне, тем каласан та, Союзӑн ӗҫӗ ача_пӑчапа, яш-кӗрӗмпе, кил-йышпа ҫыхӑнсан вырӑнлӑ пулассӑн туйӑнать. Эппин, Туризм Центрне ҫул ҫӳревсемпе тачӑпах ҫыхӑнтармалла пек, Пӑлхара, Пӳлере, Чалӑма, Таяпана, Чӗмпӗре тата ытти ҫӗрсене халиччен пекех йышпа шӑкӑртти ҫӳресен аванччӗ. Тӑван тавралӑх ҫинчен кӗнеке кӑларассине манас ҫук. Нухрат ҫитерсен, ятарласа «Записки краеведа» альманах тухса тӑрсан селӗм пулмалла.

Уяв кунӗ парнесӗр пулмастех. Наградӑсен ыйтӑвне Аксакалсен – старейшинӑсен – ларӑвӗнче пӑхса тухнӑччӗ. Халӑх ячӗпе паракан медальсемпе орденсем тӗлӗшпе халлӗхе пӑтравлӑх пур-ха. Вӗсене укҫалла сутмалли значок  тӑвас марччӗ. Нихҫан та апла пулман, пулмалла та мар. «Чӑваш халӑхӗ умӗнчи тӑрӑшулӑхшӑн» орден тума пуҫланнӑччӗ. Сӳнчӗ. Иван Яковлев  орденне никӗсленӗ  Олег Мустаев вилсе кайрӗ. Ыттисем – сапаланчӑк. Эппин, ҫак съездрах ӗҫе тытса пыракан Халӑх Наградисен комиссине суйласа хӑварма сӗнетӗп. Унта  таврапӗлӳҫӗсен ертӳҫине Сергей Сорокина тӑрататӑп. Ытти организацисенчен – писательсемпе журналистсен союзӗсенчен, ҫар ҫыннисенчен, учительсенчен,  Конгресран, Академирен, Ваттисен хуралӗнчен тӗрӗс чунлӑ ҫынсене суйласан шанчӑклӑччӗ.

Таврапӗлӳ ӗҫӗ кирек мӗнле лару-тӑрура та вилӗмсӗр. Эпир каятпӑр, вӑл юлать. Пурсӑмӑрӑн та ҫӑпата пуҫне тумла ӳкнӗ вӑхӑт ҫитетех, тантӑшӑмсем! Пултарнине ҫавӑнпа пурнӑҫламаллах тетӗп.

         Тӑвансем! Чӑваш таврапӗлӳҫисен 100 ҫулӗпе мӑнаҫланӑр, чӑмӑртанӑр. Таса ӗҫре сире ырлӑх-сывлӑх  пиллетӗп, ӑслӑ-пуҫлӑ ӑнӑҫусем сунатӑп!

2022, пуш, 26.

                                        

Добавить комментарий


Срок проверки reCAPTCHA истек. Перезагрузите страницу.