Вы сейчас просматриваете «Эткер» календарь тухнӑ

«Эткер» календарь тухнӑ

Тутарстанра Тӑван чӗлхесемпе халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пырать. Ҫакна шута илсе Тутар Республикин Чӑваш наципе культура автономийӗн пайташӗсем чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗркисене халалласа ҫитес ҫул валли чӑвашла-вырӑсла «Эткер. Наследие» календарь кӑларнӑ. Ӑна Тутар Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Иванович Алексеевӑн (Сантӑр Пиклӑн) ӗҫӗсемпе илемлетнӗ.

Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Тутар Республикин Чӑваш наципе культура автономийӗн Канашӗн председателӗн ҫумӗ Константин Малышев тата Тутарстанри Пӑва районӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн пайташӗ Александр Алексеев ҫӗнӗ календарьпе паллаштарӗҫ.

Уяв 14.00 сехетре пуҫланать. Хапӑл тӑватпӑр!

Добавить комментарий


Срок проверки reCAPTCHA истек. Перезагрузите страницу.