Вы сейчас просматриваете “Тарасов вулавӗсем” иртрӗҫ

“Тарасов вулавӗсем” иртрӗҫ

Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикин Ӗпхӳ хулинче мухтава тивӗҫ чӑваш халӑх ывӑлне, Ӗпхӳри Чӑваш вырсарни шкулӗн директорне И.Г. Тарасова халалланӑ регионсем хушшинчи “Тарасов вулавӗсем” наукӑпа методика семинарӗ иртрӗ.
Семинара Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академи делегацийӗ те хутшӑнчӗ. Халӑх ӑсчахӗсем хисеплӗ пухӑва Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академи президиумӗн тата президенчӗн Е.Е. Ерагинӑн салам сӑмахӗсене ҫитерчӗҫ тата тав хучӗсене, хисеп грамотине Урал ҫумӗнчи ЧНАНИ уйрӑмӗн пултаруллӑ  хастарӗсене парса чысларӗҫ.

Ӗпхӳн “Нарси” фольклор ушкӑнӗ юрласа та ташласа уява илемлетрӗ. Семинара Пушкӑртстан Республикин чӑвашӗсен “Канаш” общество пӗрлешӗвӗн председателӗ, истори наукисен докторӗ, Ӗпхӳри патшалӑх нефтьпа техника университечӗн профессорӗ Ирина Сухарева ертсе пычӗ.

Елизавета Долгова

Добавить комментарий


Срок проверки reCAPTCHA истек. Перезагрузите страницу.